Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ялӗнчи «Сӑрьен» фольклор ансамблӗ тата Етӗрнери Культура ҫуртӗнчи вырӑс юррин «Калинка» ансамблӗ Чулхулуа облаҫӗнчи Воротынец районӗнче иртнӗ «Питрав пуххи» уява хутшӑннӑ.
Фольклор ансамблӗ репертуара хӑйсен тӑрӑхӗнчи юрӑсене ытларах кӗртнӗ. Куракансем кашни номере тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ-мӗн. Вырӑс юррисене илсен вара Дмитрий Абрамовпа Лидия Краснова солистсене тата Вера Куликова такмакҫӑна кӑмӑлтан ӑш пиллӗн алӑ ҫупса тав тунӑ.
Сӑмах май, артистсем уявран пушӑ алӑпа таврӑнман. Культура енӗпе чылай ҫул килӗштерсе ӗҫленӗшӗн Воротынец район администрацийӗ Тав хучӗ тыттарнӑ.
Сӑнсем (26)
Екатеринбургран Мускава Чӑваш Ен урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелле тӑвасси пирки эпир маларах хыпарланӑччӗ. Кирек епле ӗҫе пуҫӑниччен те халӗ халӑхпа сӳтсе явма тытӑнчӗҫ те, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑн Транспорт министерствин Гагарин урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ конференц-залӗнче 11 сехетре ку ыйтупа пухӑнма палӑртнӑ. Унта, сӑмах май, кӑмӑл пуррисене пурне те кӗртеҫҫӗ. Халӑх итлевӗнче пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ ҫул тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатма май килӗ.
Хамӑр енчен вара ҫакна пӗлтерер. Калӑпӑшлӑ проект Раҫҫейӗн 11 регионне пырса тивет, ҫав шутра — пирӗн республикӑна та. Тата тӗрӗсрех каласан, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Шупашкар тата Етӗрне районӗсене. Ҫул асӑннӑ районсем витӗр иртмелле-мӗн. Вӗсенче те ҫакӑн пек итлевсем йӗркелемелле. Сӑмах май, Транспорт министерствинче йӗркелекеннине асӑннӑ район пуҫлӑхӗсем те хутшӑнӗҫ.
Утӑн 7-мӗшӗнче «Сурские зори» кану базинче «Хавал» уйлӑхӗ 4-мӗш хут пухӑнчӗ. Ҫынсем тӗрлӗрен — ача-пӑчасенчен пуҫласа ваттисем таранах.
«Хавал» уйлӑхра кашни кун тӗрлӗ тӗлпулусем иртеҫҫӗ, тӗрлӗ теметикӑпа калаҫусем иртеҫҫӗ — историпе, генетикӑпа, чӑваш культурипе. Ытти тӗрлӗ мероприятисемпе те пуян — ирхи хусканусем, таврари кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллашни, тӗрлӗ вӑйӑсем. Ҫавӑнпа та вӗсен кану хаваслӑ иртет, тунсӑхлама вӑхӑт ҫук.
Уйлӑхӑн тӗп вырӑнне чӑваш чӗлхине вӗренесси йышӑнать. Чӑн та, кунта ытларах чӑвашла пӗлменнисем пухӑннӑ, ҫавӑнпа та вӗсемшӗн чӑвашла калаҫни, чӑвашла тӗлпулусем ирттерни питӗ усӑллӑ. Кашни ҫыннӑн пӗлӗвӗ тӗрлӗрен пулнӑран вӗренӳ ушкӑнӗсене те виҫҫӗ йӗркеленӗ — малти ӳсӗмрисем, вӑтам ӳсӗмрисем тата чӑвашла лайӑх пӗлекеннисем.
«Хавал» уйлӑх вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче, вӗҫленӗ.
Чӑваш Енре 30 ытла суйлав кампанийӗ иртмелле. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерни ҫине таянса хыпарлать. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче хӑш-пӗр ҫӗрте республикӑн парламентне депутатсем суйланипе пӗрлех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫлӑхӗсене суйлассипе тата вырӑнти халӑх тарҫисене суйлассипе сасӑлавсем иртмелле.
Вӑхӑт ҫитиччен иртекен суйлавӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Чӑваш парламентне депутат суйлассине илсен, унӑн вырӑнӗ Куславкка районӗнче пушаннӑ. Асӑнӑн пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланнӑ Александр Разумов пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Россотрудничествӑна (ӑна Константин Косачев ерсте пырать, Разумов унӑн пулӑшаканӗ пулнӑччӗ) ӗҫлеме куҫнӑччӗ.
Кунсӑр пуҫне 10 ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйламалла. Улатӑр районӗнче Атрать тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Етӗрне районӗнчи Мучар, Стрелецки тата Ирҫе, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл, Муркаш районӗнчи Ильинкӑри, Пӑрачкав районӗнчи Сиявски, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене суйламалла.
«Вӗренӳрен пушаннӑ ачасем кану лагерӗсене каяҫҫӗ. Анчах хӑш-пӗрисене хатӗрлесе ҫитермен. Ятарлӑ комисси ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ», — тесе хыпарлать Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗ.
Етӗрне районӗнчи «Родничок» лагерь республикӑра чи малтан уҫӑлнисенчен пӗри. Ӑна пуҫласа 1964 ҫултах йӗркеленӗ. Пурӑнмалли корпуссем юхӑннӑран кунта кӑҫал виҫӗ ҫӗнӗ ҫурт хута янӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Етӗрнери уйрӑмӗн аслӑ инспекторӗ Андрей Сорокин асӑннӑ лагере икӗ хутчен тӗрӗсленине пӗлтернӗ иккен. Андрей Сорокин тележурналистсене «хальхи вӑхӑтра вӗсем кӑлтӑксене пӗтернӗ» тесе каланине шута илсен тӗрӗслевҫӗсем унччен хӑш-пӗр кӑлтӑк тупса палӑртни курӑнать. Анчах паян лагерь пирки пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнса ӗҫлени савӑнтарать. Ҫапах та тӗрӗслевҫӗсен куҫне пысӑках мар ҫитменлӗхсем те лекнӗ-мӗн. «Пире кунта лайӑх», — тенӗ-мӗн ачасем те. Анчах вӗсем ирсерен вӑрӑмтунасем ҫыртнине пӗлтереҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ — ҫулла вӗт тесе лармаҫҫӗ иккен-ха легерь ертӳҫисем — территорие ятарлӑ эмелпе сирпӗтеҫҫӗ. Инспекципе пынисем чӳречесене вӑрӑмтунаран сыхлакан карӑсем ҫакманнине асӑрханӑ.
«Ҫынтан милиционер пулать, милиционертан ҫын пулмасть» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ халь тухса кайнӑскер мар. Айӑпа йышӑнтарасшӑн апла хӗненӗ, капла тунӑ йышши хыпарсене вуласан чун ҫӳҫенсе каятчӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисен пуҫлӑхӗсем ӗҫтешӗсене — хӑйсене пӑхӑнакансене — пуҫтахланма памасси пирки вӗҫӗмех калаҫҫӗ, шантараҫҫӗ. Чӑн та, пакун таврашне пӑхмасӑрах явап тыттарнӑ тӗслӗхсене те вӗсем асӑнкалаҫҫӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ШӖМӗн Етӗрне районӗнчи пай пуҫлӑхӗ пулнӑ Олег Тевянов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ иккен. Ӑна пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӳсӗр арҫынна камерӑра хӗненӗ тесе айӑпланӑ. Ара, лешӗн тата ӳт-пӳ ҫинче суранӗсем те пулнӑ. Ӗҫтешӗсем видеокамера ӳкернине пӑхнӑ та Тевянов камерӑна кӗменнине, ҫавна май ӳсӗре хӗнеме пултарайманнине палӑртнӑ. Экс-полицейские хирӗҫле пуҫарнӑ ӗҫе халӗ чарса лартнӑ. Саккунпа ӑна пуҫиле ӗҫ пуҫарса кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн саплаштармалла тата реабилитацилемелле.
Етӗрне районӗнчи тӳре-шара ачасен канӑвне вырӑнсенче, тӗрӗсрех, шкул ҫумӗнчи лагерьсенче, епле йӗркеленине тӗрӗсленӗ.
Хайхисем тем те пӗр пӑхнӑ: епле апатлантарнине хакланинчен тытӑнса пушӑ вӑхӑта ачасем епле ирттерни таранах. Тӗрӗслевҫӗсем 18 шкула ҫитсе ҫаврӑннӑ. Лагерьсенче кашнинчех кунне икӗ хутчен вӗри апатпа сӑйлаҫҫӗ иккен. Унӑн хакӗ 69 тенке кайса ларать. Санитарипе эпидемиологи правилисене пӑхӑнни пирки каласан, йӗркене, пӗтӗмӗшле илсен, тытса пыраҫҫӗ иккен.
Лагерьсенче профиль программӑсене те пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ-мӗн. Уйрӑмах лайӑх енпе Етӗрне хулинчи 3-мӗш, Кӑкшӑмри, Юванри, Мӑн Явӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсене* Етӗрнери 1-мӗш гимназие палӑртнӑ. Унта ачасен канӑвне, сиплевне тата ӗҫлевне аван йӗркеленӗ иккен.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, шкул ҫумӗнчи сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьсем ӗҫе аванрах, апатлантарассин пахалӑхне лайӑхрах йӗркеленине палӑртнӑ.
Сӑнсем (17)
Чӑвашӑн авалхи йӑли-йӗркисене сума суса ҫулсерен пирӗн республикӑра ҫынсем ҫурхи аки-сухи ӗҫӗсем вӗҫленине палӑртакан уява — Акатуя — пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Паян, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Етӗрне районӗн ҫыннисем те Пионерсен хирне пухӑнса уява чаплӑн ирттерчӗҫ.
Етӗрнери алӗҫ ӑстисем 10 сехетренпех хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма лавккасем уҫса куравсем ирттернӗ, суту-илӳ ӗҫне тытса пынӑ. Ял тӑрӑхӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне ятарлӑ картишсенче сӑнласа кӑтартасси йӗркене кӗчӗ ӗнтӗ — Етӗрне районӗн уявӗ те вӗсемсӗр иртмерӗ. Ял хуҫалӑх ӗҫӗнче хӑйсене чи хастаррӑн кӑтартнисене ятарлӑ хутсемпе тата парнесемпе чыслани пирки те калас пулать.
Акатуя пухӑннӑ ҫынсем валли юрӑҫсем ятарлӑ концерт хатӗрленӗ пулнӑ. Вӑл вӗсен кӑмӑлне самаях ҫӗклерӗ, уйрӑмах ача-пӑчасен пултарулӑхӗ.
Уяв ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Ватти-вӗтти те Акатуйра тивӗҫлипех канма, савӑнпа, уява килленме пултарнӑ.
Сӑнсем (20)
Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри шкула Чӑваш Енри паллӑ хресченӗн Аркадий Айдак ятне парӗҫ. Кун пирки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Кузьмин сумлӑ ҫынна асӑнса ирттернӗ мероприяти вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Вырӑнти вӗренӳ заведенийӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен Айдак ячӗллӗ пулса тӑрӗ.
Пурӑннӑ пулсан Аркадий Павлович ӗнер 76 ҫул тултаратчӗ. Вӑл пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче куҫне хупрӗ. «Ленинская искра» хуҫалӑха чапа кӑларнӑ ҫынна асӑнса ӗнер Етӗрне районӗнче экочупу иртесси, ятарлӑ стелла уҫма палӑртни пирки эпир хыпарланӑччӗ.
Мероприятие тӗрлӗ шайри ҫынсем — ҫав шутра чӑваш парламенчӗн депутачӗсем, федераци канашӗн членӗ — таранах хутшӑннӑ.
Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑх хӑй вӑхӑтӗнче питӗ кӗрлесе тӑнӑ. Тӳррипе, хуҫалӑх Аркадий Айдак ячӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ — тилхепене вӑл 45 ҫул тытса пынӑ.
Ыран Аркадий Айдак ячӗпе асӑну мероприятийӗ иртмелле. Сӑмах май, пӗлтӗр ӑна, хӑй ҫаралнӑ кун — ҫӗртмен 7-мӗшӗнче — «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ятпа чысланӑччӗ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлчӗ. Унӑн мухтавлӑ ӗҫӗсене сума суса «Экомарафон-2013» ирттермелле. Унта хутшӑнакансем чӑваш хресченӗн ҫуртне (ҫапла, ун пек музей та пур Етӗрне тӑрӑхӗнче) кӗрсе тухӗҫ. Вырӑнти вулавӑшра вара «Айдак вулавӗсем» иртӗҫ. Хальхи вӑхӑтра вара районти ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗнче Айдака асӑннӑ фотоӗҫсен куравӗ ӗҫлет-мӗн.
Сумлӑ ертӳҫӗ пулнӑ ҫынна халалласа стелла уҫма палӑртнӑ. Ыран унӑн никӗсне ярӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |